Наци фестивале «Туслăх хĕлхемĕ»

Пирĕн районта «Туслăх хĕлхемĕ» наци фестивальне ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал уяв  ака уйăхĕн вуннăмĕшĕнче иртрĕ. Çак кун районти  чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине юратакан ачасемпе вĕсен вĕрентекенĕсем ирех Вăрнарти пĕрремĕш  номерлĕ вăтам шкула пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ конкурссенче пирĕн шкул чысне хÿтĕлекенсем çиччĕмĕш класра вĕренекен Миговарова Наташăпа тăххăрмĕш класра вĕренекен Леонтьева Марина пулчĕç.

 Чăваш чĕлхи  кабинетĕнче фестивальччен чылай маларах туса ирттернĕ тĕпчев ĕçĕсем тăрăх хатĕрленĕ «Чăвашлăх тĕнчи» мультимедиллĕ презентацисен  конкурсĕ пулчĕ. Унта Леонтьева Марина «М.И.Скворцов – словарь ăсти» презентаципе  ăста тухса калаçса иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

Сăрă ăстисен «Шевле» конкурсĕнче вара Миговарова Наташа уйрăмах палăрчĕ. Чăвашсен паллă поэчĕн, Çеçпĕл Мишшин, «Тинĕсе» сăвви тăрăх ăсталанă ÿкерчĕкĕпе пĕтĕм жюри членĕсене тĕлĕнтерчĕ. Пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн Шупашкара финала кайса сăрă ăстисен конкурсĕнче  район чысне хÿтĕлеме тивĕ.

Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр.