Хапăсри вăтам шкулта аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлева тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа çулсеренех тĕрлĕрен мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен Чăваш чĕлхи эрни пычĕ. Çавна май шкулта тĕрлĕ конкурссем, викторинăсем, вăйăсем иртрĕç
· «Сăнарлă чĕлхемĕр – тăван чĕлхе» ятпа И.Я.Яковлев кĕнекисен куравĕ;
· 5-8 классенче «Чăваш тĕнчи » презентаципе паллашасси;
· 1-11 классенче – „«Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» класс сехечĕсем;
· 5-11 классенче – Презентацисен конкурсĕ
Тăван тавралăх
Манăн Чăваш енĕм
Чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисем
· 6-9 классенче – «Кам миллионер пуласшăн» ăс-хакăл вăййи
· 6-9 классенче – «И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» станцисем тăрăх хатĕрленĕ вăйă;
· 5-6 классенче И.Я.Яковлевăн «Халал» фонохрестоматине итлени
· «Çĕр пин юрǎ çĕр-шывĕнче» литературăпа музыка композицийĕ
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 10-мĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлева халалласа „Чăваш Улăпĕ” хаçат кăларчĕç.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 8-9 класра вĕренекенсем «И.Я.Яковлев – чăвашсене çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕ» презентаципе, «Сăнарлă чĕлхемĕр – тăван чĕлхе» ятпа йĕркеленĕ И.Я.Яковлев кĕнекисен куравĕпе паллашрĕç, паллă тĕпчевçĕн кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлме пултарчĕç.
Çавăн пекех 6-9 класра вĕренекенсем „Кам миллионер пуласшăн?” ăс-хакăл вăййинче тупăшрĕç. Çак вăйă вĕренекенсен кăмăлне çĕклемеллипех çĕклерĕ, вĕсен пултарулăхне, тавçăрулăхне, пĕлĕвне, тавракурăмне палăртма май пачĕ. Ăмăртура 9-мĕш класра вĕренекен Григорьев Юрий, Егорова Инга, Скворцов Денис тата 7-мĕш класра вĕренекен Кузнецов Андрей вăйлăрах пулни палăрчĕ.
Акан 26-мĕшĕнче „И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» станцисем тăрăх хатĕрленĕ вăйă иртрĕ. Конкурса 6-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Чи маттуррисем , Патриарх пурнăçĕпе пултарулăхне лайăхрах пĕлекеннисем саккăрмĕш класра вĕренекенсем пулчĕç.
Чăваш чĕлхи эрни ирттернĕ май шкулта презентацисен конкурсĕ пулчĕ. Вĕренекенсем ытларах „Чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисем”темăпа ĕçсем хатĕрленĕ. Конкурса уйрăмах 8-9 класс ачисем активлă хутшăнчĕç, çак вĕренекенсем палăрчĕç.
1-мĕш вырăн – Леонтьева Марина (9 кл.)
2-мĕш вырăн – Егорова Инга (9 кл.)
3-мĕш вырăн – Крючкова Валентина(8 кл.)
Акан 26-мĕшĕнче 6-5 класс ачисем уроксем хыççăн И.Я.Яковлевăн «Халал» фонохрестоматине итлерĕç. Вĕрентекен ертсе пынипе çак халала сÿтсе яврĕç.Халал сăмахĕсене ăша хывма тăрăшрĕç.
Чăваш чĕлхи эрнинче Хапăс шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе, маттурлăхĕпе савăнтарчĕç, чăн-чăн чăваш ачисем пулнине çирĕппĕн ĕнентерме пултарчĕç.