Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хапăсри вăтам шкулта Хапăс тĕммине кĕрекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен черетлĕ занятийĕ иртрĕ. Мăн Явăш шкулĕнче вĕрентекен Моисеева Ирина Николаевна 5 класра «Юрий Скворцовăн «Амаçури анне» хайлавĕ» темăпа уçă урок ирттерчĕ. Вĕрентекенсем унăн урокне пăхса тухса тишкерчĕç, «лайăх» паллăпа хаклас тесе йышăнчĕç.
Методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Семенова Ирина Геннадьевна плана кĕртнĕ ыйтусемпе паллаштарчĕ, вĕсене сÿтсе яврĕç. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 9 класра вĕренекенсем суйласа илмелли экзаменсенчен пĕрне чăваш чĕлхипе тытасси пирки те чарăнса тăчĕç. Чылай шкулта ачасем çак предмета суйласа илме кăмăл тунă.
Методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ занятийĕ питĕ тухăçлă иртрĕ, вĕрентекенсем хăйсене кирлĕ материал, çĕнĕлĕх илчĕç.