Сывлăха çирĕплетме - бассейна!

Сывлăха çирĕплетес тĕллевпе чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче 6-8 класс ачисем Йĕпреç поселокĕн бассейнне çитсе килчĕç. Бассейнра ачасем пĕрремĕш хут мар, унччен те килсе çÿренĕ. Вĕсене кунта питĕ килĕшет. Вĕренÿ хыссăн канма, сывлăха çирĕплетме бассейнра шыва кĕни пулăшать. Ачасем çуллахи хаваслă вăхăта аса илчĕç, чунтан савăнчĕç, хĕпĕртерĕç. Шкулта тăрăшса вĕренме вăй пухрĕç.