Вĕçен кайăксене мĕн пĕчĕкрен юратма, вĕсемпе ырă пулма, йывăр вăхăтра пулăшма хатĕр пулас тĕллевпе, 1 – мĕш класра паян уçă калаçу пулса иртрĕ. Вĕрентекен ачасене
А. Галкинăн «Уйăп» калавĕпе паллаштарчĕ, ăна пĕрле сÿтсе яврĕç, тĕрлĕ кайăк сассине итлесе киленчĕç. Çавăн пекех пĕчĕкскерсем хăйсем килте ÿкерсе килнĕ кайăксен ÿкерчĕкĕсемпе паллаштарчĕç, вĕсем çинчен каласа кăтартрĕç.
Кайăксем - пире пулăшакансем тата вăрмансемпе хирсене, пахчасемпе садсене упракансем пулнине шăпăрлансем аванах ăнланчĕç.