Пушартан сыхланăр!

Сывлăха сутăн илеймĕн тенĕ ваттисем. Чирлĕ çын туллии пурнăçпа пурнаймасть, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртеймест. Çавăнпа пирĕн мĕн пĕчĕкрен сывлăха упрамалла, çирĕплетмелле, хăрушсăрлăх правилисене вĕренмелле, пăхăнмалла.

Çапла тума тăваттăмĕш класра вĕренекенсене сывă пурнăç йĕрки питĕ пулăшать. Вĕсем класс тулашĕнчи тата  вулав урокĕсенче хăрушсăрлăх правилисемпе паллашаççĕ, харпăр хăй пурнăçне хăтарма, ыттисене пулăшу пама вĕренеççĕ. Акă паян  литература вулавĕ урокĕнче Людмила Симоновăн «Кăвайт» хайлавĕпе паллашрĕç. Вут-çулăм çынсене мĕнле усă тата сиен кÿни çинчен вуласа пĕлчĕç. Пĕчĕк Танюк мĕнле йăнăш туни, çакă мĕн патне илсе пыни çинчен канашларĕç. Урок вĕçĕнче вут–кăвар çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене сÿтсе яврĕç, «Пушартан сыхланар!» темăпа стена хаçачĕ кăларма шутларĕç.