Хĕл илемне сăнлакан ÿкерчĕксем

Тинех чăн-чăн хĕл - ытарайми хĕл çитрĕ. Тавралăх шурă тумпа витĕнчĕ. Юхан шывсем, пĕвесем, кÿлĕсем шăнчĕç. Чÿречесем хитре эрешсемпе тĕрленчĕç. Йывăçсем - пирăштисем пек. Ытарайми çак вăхăта кам юратмĕ! Иккĕмĕш класра пĕлÿ пухакансем  амăшĕсемпе пĕрле хĕл илемне сăнлакан ÿкерчĕксен куравне хатĕрлерĕç. Класри вунă ачаран пĕри те аякра тăрса юлмарĕ. Тăрăшса тунă ĕçсенче куç туллии илем: уйсемпе çырмасенче хаваслăн ярăнакан ачасем, кăн-кăвак таса тÿпе, хрусталь  пек йăлтăртатакан пăр, шур сухаллă Хĕл Мучи, тем хулăнăш кĕрт, шурă юрпа витĕннĕ лăпсăркка хыр-чăрăш йывăççсем, чĕр чунсемпе хĕл каçакан кайăксем, тата ытти те. Киленсе, юратнă çыннипе юнашар ларса  тунă ĕç ачасене хавхалантарать, тата та тăрăшса ĕçлес туртăмне вăйлатать.