П. Хусанкайăн 110 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă уявра

Тинкеретпĕр малалла,

Кайрине те халь куратпăр.

Манăн шухăшăмпала,

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

      Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 2017çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче 110 çул çитрĕ. П.Хусанкайăн юбилейне халалласа нарăсăн 3-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пысăк уяв иртрĕ. Вăрнар районĕнчи чăваш чĕлхи учителĕсемпе культура ĕçченĕсене те çак уявра пулса савăнма тÿр килчĕ.

      Уявра Чăваш Республикин пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Петĕр Хусанкай чăваш халăхĕшĕн, чăваш чĕлхишĕн пысăк ĕç туса хăварнине палăртрĕ. П.Хусанкай мăшăрне, СССР халăх артисткине Вера Кузьминана, чечек çыххи парнелерĕ. Вера Кузьмина П.Хусанкай çырнă «Тилли юррисем» сыпăкне вуларĕ.

       Петĕр Хусанкай ывăлĕ, филологи наукисен кандидачĕ Атнер Хусанкай, чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер тухса калаçрĕç.

      Тĕрлĕ çĕртен килнĕ салам çырăвĕсене вуласа пачĕç.

      Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамлĕн, Морис Яклашкин дирижер ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи симфони капеллин симфони оркестрĕн, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн, оперăпа балет театрĕн, П. Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕн артисчĕсем курма килнĕ çынсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

      Савăнăçлă уяв «Алран кайми аки-сухи» юрăпа вĕçленчĕ.

Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн улăпĕ. Хусанкай вăл – чăваш кăмăлĕ, йыхравĕ, ялавĕ. Хусанкай вăл – кирек хăçан та аслă Хусанкай. (ИлпекМикулайĕ)