Юбилей чувашского народного академика Г. К. Скворцова

Вăрнар районĕ ăслă, ĕçчен, маттур, пултаруллă çынсеме пуян. Вĕсенчен пĕри вăл - Хапăс шкулĕнче нумай çул хушши ачасене чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентнĕ учитель, çыравçă, республикăри хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, чăваш халăх академикĕ Скворцов Г.К.

Çак кунсенче, пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Скворцов Г.К. 75 çул тултарчĕ. Унăн сумлă юбилейне ĕçтешĕсем, хисеплĕ те хаклă хăнасем, юлташĕсем, тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Григорий Константиновича саламлама тĕп хуларан хаклă хăнасем çитнĕ: Родионов В.Г.– филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Раççей çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ăслăлăх ĕçченĕ;  Федотов В.А.– философи наукисен докторĕ, Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ; Васильев С.И.(Саманташ) – чăваш писателĕ, Иван Ивник ячĕллĕ фонд председателĕ;  Ерагин Е.Е.– Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн Президенчĕ;  Петрова И.Д.– Единая Россия партин регионти комитечĕн контрольпе ревизи комиссийĕн тĕп специалисчĕ. 

Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн Президенчĕ Евгений Евстафьевич Ерагин Григорий Константиновича „За вклад развитие села“ медальпе чысларĕ. 

Хапăс шкул директорĕ Оксана Владимировна Жебелевская Григорий Константиновича вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, тулли телейлĕ кун-çул, иксĕлми вăй-хал сунчĕ. Вăрнар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Егорова Инна Григорьевна парнепе çитнĕ, чунтан тухакан ăшă сăмахсем каларĕ,çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнăшăн тав турĕ. Упнер тата Вăрманкас ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Иван Васильевич Афанасьевпа Владимир Германович Павлов та Григорий Константиновича чун-чĕререн саламларĕç.

Хапăс шкулĕнче вĕренекенсем чăваш юррисем шăрантарчĕç, илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç. Савăнăçлă уява „Алран кайми аки-сухи“ юрăпа вĕçлерĕç.

Çуралнă пулсан çын,

Курăк шăтнă пек,

Пурăнас пулать сан

Кайăк юрри пек.

Кайăк юрри евĕр

Пурăнсан хитре

Çăмăллăх эс кÿрĕн

Пирĕн кил çĕре.