ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ЛИТЕРАТУРИ ВĔРЕНТЕКЕНĔСЕН ЧЕРЕТЛĔ ЗАНЯТИЙĔ

Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Хапăсри вăтам шкулта Хапăс тĕммине кĕрекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен черетлĕ занятийĕ иртрĕ. Ярмушка шкулĕнче вĕрентекен Ильина В.А.6 класра «Порфирий Афанасьевăн «Çынна ырă ту» хайлавĕ» темăпа уçă урок ирттерчĕ. Урок питĕ тухăçлă иртрĕ. Ильина В.А. урока тĕплĕ хатĕрленнĕ, ачасемпе тĕрлĕ ĕç туса ирттерчĕ. Ачасем урокра хастар, тăрăшуллă ĕçлерĕç.

      Вĕрентекенсем унăн урокне пăхса тухса тишкерчĕç, «питĕ лайăх» паллăпа хаклас тесе йышăнчĕç.

      Методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Семенова И. Г. плана кĕртнĕ ыйтусемпе паллаштарчĕ, вĕсене сÿтсе яврĕç. Çитес вĕренÿ çулне план йышăнса хăварчĕç.

      Методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ занятийĕ питĕ тухăçлă иртрĕ, вĕрентекенсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрĕç, хăйсене  кирлĕ материал, çĕнĕлĕх илчĕç.