Акци «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017»

Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстерес тĕллевпе 2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13.00 сехетре Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи куне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акции иртрĕ.  Акцие йĕркелекенĕсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитарии ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадио компанийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш наци конгресĕ.

Хапăсри вăтам шкулта диктанта13 сехетре «Наци радиовĕ» тÿрĕ эфирĕнче итлесе çырчĕç. Текстăн ячĕ – «Ăслă ача». Текст тарăн шухăшлă, атте-аннене, ватă çынна хисеплеме вĕрентет.

  Çак акцире аслисенчен иккĕн, шкулта вĕренекенсенчен вун çиччĕн хутшăнма кăмăл турĕç.