Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе. Эсĕ çав тери пуян та илĕртÿллĕ, çепĕç те кăмăллă, тараватлă та сăпайлă. Пирĕн асаттесемпе асаннесен, кукамайсемпе кукаçисен тата аттесемпе аннесен чĕлхине манма юрамасть. Вăл татах та пуянрах, вăйлăрах пултăр тесе тăрăшмалла. Çак тĕллевпех ĕнтĕ паян пĕрремĕш класра эпир чăваш халăхне çутта кăлараканĕн, И.Я.Яковлевăн кĕске калавĕсене тишкертĕмĕр, хамăра валли пĕтĕмлетÿсем турăмăр. И. Яковлев вĕрентсе калани паянхи кун та питĕ пĕлтерĕшлĕ те вырăнлă.