Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин ветеранне И.Ф. Кодукторова саламлатпăр

Çĕнтерÿ кунĕ – аслă та çутă уяв. Вăрçăпа тыл ветеранĕсене чунтан саламлатпăр. Шел пулин те, вĕсен речĕ çулсеренех чакса пырать. Хапăс ялĕнче те Аслă вăрçă ветеранĕ  Кондукторов И. Ф. çеç тăрса юлчĕ. 8 класра вĕренекенсем ăна шефа илнĕ. Çывхарса килекен уяв ячĕпе ачасем ăна ăшшăн саламларĕç. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телейпе тăнăç пурнăç сунчĕç.