«Чăваш халăхĕн музыка инструменчĕсем» урок

     8 класра Михайлов В. А. ачасене халăх искусствине юратма вĕрентес тата чăваш халăхĕн музыка инструменчĕсемпе паллаштарас тĕллевпе «Чăваш халăхĕн музыка инструменчĕсем» темăпа урок ирттерчĕ. Ачасем тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе паллашрĕç. Вĕсен шутĕнче чĕлĕхлисем: купăс, баян, аккордеон; вĕрсе каламаллисем: шăхлич, кавал, жалейка, тутут, шăпăр; шавлă инструментсем: шакăртмасем, ханкăрма, параппан, бубен; хĕлĕхлĕ инструментсем: кĕсле, тăмра, балалайка.  Çак музыка инструменчĕсене ачасем алла илсе каласа пăхрĕç. Уйрăмах Иванов Т. музыкăна кăмăллать, çак енĕпе унăн туртăм та пур.

     Паянхи урок пурне те кăмăла кайрĕ, асра юлчĕ.