Çуллахи вăхăтра ачасемшĕн тĕрлĕ хăрушлăх чылай. Çавăнпа та çак енĕпе аслисен питĕ тимлĕ пулмалла.
Паян шкулти лагерь ачисемпе ДПС ОГБДД «Вурнарский» яваплă сотрудникĕ, полици лейтенанчĕ, Семенов В. Н. тата яваплă секретарĕ Киметова К.Н. Çул çинчи хăрушсăрлăх», «Наркотиксемпе кĕрешесси», «Сывă пурнăç йĕрки» темăсемпе калаçу ирттерчĕç. Ачасем хăйсене интереслентерекен ыйтусем пачĕç. Калаçу питĕ усăллă иртрĕ.
Ачасен çуллахи канăвĕ пăтăрмахсăр та усăллă иртессе шанатпăр.