Ĕнер шкул лагерĕ хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ, ачасем пурте çуллахи каникула кайса пĕтрĕç. Паян вара шкул ĕçченĕсемпе учительсем шкул территорине утă çулма, йăрансемпе чечек клумбисене çум курăкĕнчен тасатма пурте туслăн та кар тăрса тухрĕç. Кам ахаль çавапа, кам моторлă çавапа çÿллĕ ÿснĕ курăка кашлаттарса çулса пăрахрĕç. Айăккинче пăхса тăракан пулмарĕ. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçлесен ĕç ÿсĕнет тесе ваттисем ахаль каламан çав. Паянхи ĕçшĕн пурне те пысăк тав.