Хамăр ентешсемпе, пултарулăх çыннисемпе тĕл пулма яланах кăмăллă.
Паян та акă Мăньял Хапăсра çуралса ÿснĕ Степанов В. П. ентешпе ăшă тĕл пулу иртрĕ. Вячеслав Павлович Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ, Раççей Федерацин суд тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Халĕ вăл отставкăри судья, «Судебный вестник Чувашии» журналăн тĕп редакторĕ, «Правовед» обществăлла организацин ертÿçи. Обществăлла ĕçсене туса пынă вăхăтрах чăваш чĕлхипе тата литературипе те интересленет, хайлавсем, сăвăсем çырма та вăхăт тупать. 2017 çулта «Шухăшсем, çил çунат шухăшсем» кĕнеки кун çути курчĕ. Çак кĕнекепе пире, учительсемпе аслă класра вĕренекенсене, паллаштарчĕ. Поэзие юратакан ачасене хăйĕн кĕнекине парнелерĕ.
Тăван шкулта Вячеслав Павловичпа тĕл пулусем малашне те пуласса шанатпăр.