Пурăн, чăваш тĕрри

Чăваш тĕрри çыруллă теççĕ.

Мĕн çырнă-ши вара унта.

Чăваш тĕрри асамлă теççĕ.

Асамĕ пур-тăр çав чăн та.

     Чăваш тĕррин кунне эпир кăçал пĕрремĕш хут паллă тăватпăр. Ăна республика Пуçлăхĕн Хушăвĕпе наци культурин паха еткерне упраса хăварас тĕллевпе уявлама йышăннă. 

     Чăваш халăхĕшĕн тĕрĕ яланах пысăк мăнаçлăх палли пулнă. Вăл - пирĕн нацин хăйне евĕр сĕмĕ, унăн ăс-хакăл пуянлăхне, талантне, ĕçченлĕхне сăнарлакан мул. Тĕрĕ вăл – чăвашсен чи авалхи искусствисенчен пĕри. Чăваш тĕррин илемĕ такам чунне те канăçтарма пултарать, куçа илĕртет.

      Çак куна халалласа ятарлă уроксем, класс сехечĕсем иртрĕç. Ачасем чăваш тĕррин асамлă тĕнчипе паллашрĕç. Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян пулнине пĕлчĕç. Вăл ытти халăхăннинчен чылай уйрăлса тăрать. Авалхи чăваш тĕрри икĕ енчен пăхсан та — хăть тÿнтер, хăть пиччен — пĕрешкел. Çакă чăваш хĕрарăмĕ тирпейлĕ, çав вăхăтрах чăтăмлă пулнине пĕлтерет.

Чăваш тĕрри пит капăр!

Эх, кам ан камăллатăр!

Эх, кам-ши ан юраттăр.

Вăл – кивелми тупра.