Çĕнĕ çула хатĕрленетпĕр

      Çĕнĕ çул – асамлă та савăнăçлă уяв. Уйрăмах çак уява ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кăçал коронавирус чирне пула яланхилле маскарад бал пулмасть, çапах та Çĕнĕ çул кăмăлне никам та улăштараймасть. Ачасем Çĕнĕ çула хаваспах хатĕрленеççĕ: тĕрлĕ конкурсра хутшăнма ал ĕçĕсем тăваççĕ, классене илемлетеççĕ. Кăçал шкулта чÿречесене илемлетессипе классем хушшинче ăмăрту пырать. Кашни ача хăйсен класĕн чÿречисем чи илемлисем пулччăр тесе тăрăшать. Акă 8 класс ачисем те çак конкурсра хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Халĕ класс чÿречисем асамлăх тĕнчине илĕртсе чĕнеççĕ.