Сăр тата Хусан хÿтёлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă класс сехечĕ

     Нарăсăн 26 мĕшĕнче 8 класра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тавакансен ĕç паттăрлăхне халалланă класс сехечĕ иртрĕ. Вĕренекенсем аса илÿ материалĕсемпе паллашрĕç. Интернета вырнаçтарнă видеосюжетсене тимлесе пахрĕç.

      Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин шавĕ Чăваш Ене çитмен пулсан та пирĕн халăх историне тарăн  йĕр хăварма пултарнă. Вăл тылра нушаланнисен юнĕпе тата куççулĕпе тулнă. Ытла та йывăр пулнă-çке шартлама сивĕ тăнă çанталăкра вăрçă хирне тухса каяйман ватă-вĕтĕне, хĕр ачасене.

           Историрен çакă паллă: Тăван çĕршывăн 1941 çулхи Аслă вăрçи пуçлансан хаяр та ирсĕр тăшман вун-вун хулапа яла питĕ кĕске вăхăтра ярса илнĕ. Кĕркунне фашист Мускав çывăхĕнчех пулнă. Çаванпа та чылай регионта тăшмана чарма хÿтĕлев чиккисем тума йышăннă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе васкасах чăваш халăхĕ те  кÿлĕннĕ. Сăр хĕррипе  Улатăр тăрăхĕнчен пуçласа Етĕрнене çитиччен тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчен Тавай таранах хÿтĕлев чиккисем чавма пуçăннă.  Унта 17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтарма сĕннĕ. 3 уйăх ытла шартлама сивве чăтса 380 çухрăм тăрршĕ танксем каçмалла мар варсем чавнă. Пĕтĕмпе 5 миллион кубла шăн çĕр хускатнă.

       Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă паттăрсем умĕнче яланах пуçа таятпăр.