Чăваш пашталăх юрăпа ташă ансамблĕн концертчĕ

Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче районти Культура керменĕнче шкул ачисем Чăваш пашталăх юрăпа ташă ансамблĕ кăтартнă концерта пăхса савăнчĕç.  Илемлĕ ташăсем, чăвашла тата вырăсла юрăсем чуна тыткăнларĕç. Чăваш сурпанне, Çăварни уявне тата Аслă çĕнтерĕве халалланă композицисем асра юлчĕç. Чăваш культурине аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хунăшăн, пире савăнтарнăшăн пултаруллă артистсене чунтан тав тăватпăр.