Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче 8 класра вĕренекенсем Вăрнарти историпе краеведени халăх музейĕнче пулчĕç. Музей директорĕ ачасене Сăрпа Хусан оборона чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă материалпа тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăрнар районĕ çак ĕçе хутшăннине çирĕплетекен документлă материалпа та, фотоматериалпа та музей пуян.
Музейра пуканесемпе çемçе теттесен выставкине йĕркеленĕ. Çак курава районти ал ĕç ăстисем хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Пирĕн районта çакăн пек пултаруллă çынсем пуррипе савăнатпăр, вĕсем пире те юратнă ĕçпе интересленме хавхалантараççĕ. Тавах вĕсене, малалла та ăнăçусем сунатпăр.