Чăваш Республикин кунĕ

 

  Чăваш Республикин кунне халалласа лагерьти ачасем концерт хатĕрлерĕç. Чăваш юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç, чăваш поэчĕсен сăввисене илемлĕ вуларĕç.

 Концерт хыççăн чăваш халăх вăййисене аса илсе кăмăлтан хавасланчĕç, отрядсем хушшинче конкурсем иртерчĕç.

 Кăнтăрлахи апат хыççăн пурте пĕрле чăваш эстрадин юрри-кĕввисемпе ташласа савăнчĕç.

Çакăн пек мероприятисем хыççăн  Чăваш ене тата та хытăрах юратас килет, унăн илемне сыхласа хăварассишĕн тăрăшас килет. Яланах чечеклен, Чăваш енĕм!