Паллă чăваш халăх поэчĕ, писателĕ, публицисчĕ, куçаруçă Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Çак паллă çула халалласа «Эткер» республика шайĕнче пултарулăх конкурне ирттерчĕ. Конкурса 400 ача ытла хутшăннă. Пирĕн шкулта 5 класра вĕренекен Тимофеева И. Ухсай Яккăвĕ çырнă «Кĕлпук мучи» поэма сыпăкне пăхмасăр вуласа виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.
Маттур, эпир ăна ăшшăн саламлатпăр!