Нарăсăн 21-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери тĕп чĕлхесен кунĕ. Çак куна 1999 çулхи чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКОн Генеральнăй конференцийĕн 30-мĕш сессийĕнче палăртма йышăннă, чĕлхесен тата культурăсен пуянлăхне упраса хăварас тата аталантарас тĕллевпе2000-мĕш çултан уявлвççĕ.
Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Эпир хамăр чĕлхене хисеплетпĕр, упратпăр, ăна юратса вĕренетпĕр. Тăван чĕлхепе илемлĕ сăвăсем, юрăсем янрататпăр.
Паян сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. 7 класри Пырская П. Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине чуна пырса тивмелле вуласа пачĕ. Эпир ăна çак конкурсра çĕнтернĕшĕн чунтан саламлатпăр.