Чăваш халăх писателĕн А.В. Емельяновăн юбилейне халалланă мероприяти

Чăваш халăх писателĕн А.В. Емельяновăн юбилейне халалланă мероприяти

      2022 çула Чăваш Республикинче сумлă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Шăп та çак çул пирĕн ентешĕн, Анатолий Викторович Емельяновăн, 90 çулхи юбилейĕ çитрĕ. Çак сумлă юбилее Хапăс шкулĕнче тивĕçлĕ шайра паллă турĕç. Тĕп хуларан Шупашкартан хăнасем килсе çитрĕç: Ольга Геннадьевна Куликова (Улькка Эльменĕ) – «Чăваш Республикинчи профессионал çыравçăсен Союзĕ» обществăлла организацин ертÿçи; Лидия Ивановна Филиппова (Михайлова), «Чăваш Республикинчи профессионал çыравçăсен Союзĕ» обществăлла организацин ертÿçин çумĕ; Анатолий Ильич Кипеч, чăваш халăх писателĕ, прозаик, поэт, философ, вĕрентекен; Галина Алексеевна Матвеева, çыравçă, прозаик, поэт, кĕнеке ихдательствин редакторĕ; Людмила Николаевна Сачкова, прозаик, драматург, наукăпа тĕпчев институчĕн ĕçченĕ; Альбина Дмитриевна Фомина, Чăвашрадио редакторĕ. А. В. Емельяновăн ывăлĕ те, Владимир Анатольевич, уяври хаклă хăна пулчĕ. Пурте тухса калаçрĕç, хисеплĕ ентешĕмĕре ăшă сăмахсемпе аса илчĕç, унăн пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Шкул библиотекине, шкул музейне кĕнекесемпе пуянлатрĕç.

     Вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Чăвашла илемлĕ сăвăсем, юрăсем янăрарĕç.

     Антолий Емельянов 1932 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче Мăньял Хапăс ялĕнче çуралнă. Пултарулăх  ĕçне Анатолий лирикăллă сăвăсенчен, ăста çырнă калавсенчен  пуçланă. Калавсем, повеçсем, романсем çырать. „Шăнкăрав курăкĕ” повеçшĕн Çеçпĕл премине, „Ят”, „Ватă ăшши” кĕнекесемшĕн К.В.Иванов премине тивĕçнĕ. Унăн 30 ытла кĕнеке тухнă. Писатель çырнисене эпир сцена çинче вулатпăр, ун пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен уроксенче калаçатпăр. Апла тăк вăл çырса хăварнисем пирĕнпе пĕрле пулсан – çыравçă пирĕнпе чĕррĕн калаçать. Унăн 100 çулне те, 150 çулне те уявлĕ чăваш халăхĕ.  Емельянов пек çыравçăсем вилмеççĕ – пурăнаççĕ те пурăнаççĕ. Унăн çутă ячĕ пирĕн чĕрере яланлăхах юлĕ.

    Чыс та мухтав сана, ентешĕмĕр! Чăваш халăх писателĕ Анатолий Емельянов пирĕнтен уйрăлса кайни вунă çул ытла ĕнтĕ.Унăн ырă чунĕ, ырă сăнĕ яланах пирĕн асра, халăх чунĕнче.

Çуралнă пулсан çын,

Шуçăм тухнă пек,

Пурнас пулать сан

Çăлтăр çуннă пек.

Çăлтăр çуннă евĕр

Пурăнсассăн эс,

Çĕр çинчен кайсан та

Сан яту сÿнмест.

Фотогалерея