Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен
кунĕ. Чăваш Патшалăх символĕсене 1992-мĕш çулхи ака уйăхĕн
29-мĕшĕнче йышаннă, 2004-мĕш çултан вара çак куна палăртма пуçланă.
Символсен элеменчĕсем халăх пурнăçĕн тата ăс-хакăлĕн енĕсене çутатса параççĕ.
Патшалăх символĕсем – пирĕн пуянлăхпа мăнаçлăх.
Çак куна халалласа
информаци сехечĕсем, 5-6 классенче «Юратнă енĕм – Чăваш Ен» викторина иртрĕ.
Ачасем Чăваш Республикин Патшалăх символĕсемпе тĕплĕнрех паллашрĕç. Ялавпа герб
çинчи паллăсем тата вĕсен тĕсĕсем – сарăпа йăмăх хĕрлĕ – мĕне пĕлтернине
ăнлантарса пачĕç. Гербпа ялав авторĕ Элли Михайлович Юрьев, гимн авторĕсем Илле
Тукташпа Герман Лебедев пулнине аса илтĕмĕр. Республика гимнне ура çине тăрса итлерĕмĕр,
аса илсе юрларăмăр.
Вĕренекенсем сăн
ÿкерĕнсе «Горжусь Чувашией» акцие хутшăнчĕç.
Çак кун тата Хапăс
шкулĕнче тĕп хуларан, Шупашкартан, хăнасем пулчĕç. Вĕсем – Виктор Чугаров,
режиссер-документалист тата Галина Григорьева (Айпике), Чăвашсен общество
культура центрĕн пресс секретарĕ. Галина Григорьева чăваш халăхĕн историйĕпе
кĕскен паллаштарчĕ. Ун хыççăн шкул ачисем Виктор Чугаров ÿкернĕ «Чăваш чĕлхи»
документлă фильма пăхрĕç. Çак фильма 2019-2020 çулсенче Берлин, Париж, Шупашкар
хулисенче ÿкернĕ. Вăл патриотла туйăма вăйлатать, тăван чĕлхене юратма,
хисеплеме, тарăнрах вĕренме хистет. Чăваш чĕлхишĕн тăрăшакансене пысăк тав!
Малалла ĕçлеме сывлăхпа хăват пултăр!