Регионсенче тăван чĕлхе вĕрентекенсен «Пĕрлĕхре – вăй» форумĕ

Регионсенче тăван чĕлхе вĕрентекенсен «Пĕрлĕхре – вăй» форумĕ

Ака уйăхĕн 24, 25-мĕш кунĕсенче Регионсенче тăван чĕлхе вĕрентекенсен «Пĕрлĕхре – вăй» форумĕ иртрĕ. Кăçалхи форума чăваш халăхĕн аслă ывăлĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă. Форумра чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çивĕч ыйтусене хускатрĕç, тăван чĕлхене сыхласа хăварас енĕпе туса ирттерекен ĕçсемпе тата малашнехи плансемпе паллаштарчĕç. Çак форум ĕçне Хапăс шкулĕн вĕрентекенĕ те хастар хутшăнчĕ.