Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я.
Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă
ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акцие вĕренекенсемпе учительсем хастар
хутшăнчĕç: 15 ачапа 4 аслă çын.
Акцин тĕп тĕллевĕ –
халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси,
чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче
тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Задачисем:
− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен,
тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине
тĕрĕслеме май туса парасси.