Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ

Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ

        Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ – Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ. Çак уява халалласа 6-мĕш класра калаçу иртрĕ.  Вĕренекенсем патшалăх символĕсен йĕркеленĕвĕн историйĕпе паллаштаракан видеоролика пăхрĕç, гимн юрларĕç, ялавпа гербăн тата гимнăн авторĕсем çинчен  калаçрĕç. Ялав, герб тата гимн – пирĕн мăнаçлăхăмăр,  мухтавăмăр тата яваплăхăмăр. Чǎваш Республикинчи наципе патшалǎх символĕсем (герб, ялав, гимн) хǎйсен официаллǎ пĕлтерĕшĕпе пĕрлех  пирĕн патшалǎхǎн илемлĕхĕпе поэтика сǎнарĕсем те пулса тǎраççĕ. Патшалăх символĕсен кунĕ халăх пĕрлĕхне тата чăвашсемпе ытти наци çыннисен пĕр шухăшлăхне сăнарлакан çутă уяв пулнине те çирĕплетсе хăварчĕç вĕренекенсем. Патшалăх символĕсене кашни çыннăн хисеплемелле тесе пĕтĕмлетÿ турĕç ачасем.