Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ

Паян – Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ. Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни Бангладеш тӗп хулинче, Дакке хулинче, 1952 ҫулта тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗр-шывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ.

Халăхăмăра çутта кăларнă И.Я.Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхемĕре упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Вăл тĕнчери чи çепĕç чĕлхесен шутне кĕрет.

Пирĕн шкулта çак куна халалласа класс сехечĕсем, викторина иртрĕ. 5 класра вĕренекенсем «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцие хастар хутшăнчĕç. Ачасем урокра тăван чĕлхе çинчен калакан сăвăсене вуларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене палăртма тăрăшрĕç, грамматика вăййисене вылярĕç. Тăван чĕлхене упрасси тата аталантарасси, хисеплесси вĕсенчен килнине палăртрĕç.