Пурăн, чăваш тĕрри

Пурăн, чăваш тĕрри

                                                                                                         Чăваш тĕрри çыруллă теççĕ.

Мĕн çырнă-ши вара унта.

Чăваш тĕрри асамлă теççĕ.

Асамĕ пур-тăр çав чăн та.

     Чăваш тĕррин кунне наци культурин паха еткерне упраса хӑварас тӗллевпе уявлама йышӑннӑ. 

     Чăваш халăхĕшĕн тĕрĕ яланах пысăк мăнаҫлăх палли пулнă. Вăл - пирĕн нацин хăйне евĕр сĕмĕ, унăн ăс-хакăл пуянлăхне, талантне, ĕҫченлĕхне сăнарлакан мул. Тӗрӗ вӑл – чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри. Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет.

      Пирĕн шкулти учительсемпе вĕренекенсем республика ирттерекен «Ĕçе тата вĕренĕве тĕрĕпе» акцие хутшăнчĕç. Çак куна халалласа ятарлă уроксем, класс сехечĕсем иртрĕç. Ачасем чăваш тĕррин асамлă тĕнчипе паллашрĕç. Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян пулнине пĕлчĕç.

Чăваш тĕрри пит капăр!

Эх, кам ан камăллатăр!

Эх, кам-ши ан юраттăр.

Вăл – кивелми тупра.