«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026»

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026»

Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланӑ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» вĕренӳ акцийĕ иртрӗ. Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси. 

Хапӑс шкулӗнчи учительсемпе вӗренекенсем те ҫак акцие хастар хутшӑнчӗҫ, чӑваш чӗлхине чунтан хисеплесе юратнине ҫирӗплетрӗҫ.